Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Роман Григорьев инфаркт пулнӑ хреснашшӗне вӑрмантан илсе тухнӑ.
Канмалли кун вӗсем вӑрманти утара кайнӑ. Ҫул ҫывӑх мартан малтан машинӑпа, кайран йӗлтӗрпе ҫул тытнӑ. Каялла килме тухсан каччӑн ҫывӑх ҫыннине япӑх пулса кайнӑ – ӑна инфаркт халтан янӑ.
Яш ҫухалса кайман. Чи малтан ҫӑлав службине, унтан хӑйӗн тӑванӗсем парне шӑнкӑравланӑ.
Унтан виҫӗ йӗлтӗре пӗрле ҫыхса хурса арҫынна ҫавӑнта хурса вӑрман витӗр туртса тухнӑ. Тарӑн юра ашса пыма ҫӑмӑл пулман пулин те ҫӑлавҫӑсем патне илсе ҫитернӗ.
Ҫӑлавҫӑсемпе ыттисем пырса ҫитиччен 1 сехет ҫурӑ иртнӗ. «Мана 5 минутӑн туйӑнчӗ», – тенӗ каччӑ.
Спортпа туслӑ каччӑ шкултан вӗренсе тухсан йӗрке хуралҫи пулса ӗҫлеме ӗмӗтленет.
Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ.
Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ.
Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл машинӑра пулнӑ.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хура тӗслӗ машина ращана хирӗҫ тӑнӑ. Малтан ун патне васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ, унтан - ҪҪХПИ тата полици ӗҫченӗсем. Каярахпа тӑванӗсем ҫитнӗ.
Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа мӑнукӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пулӑшма пултарать имӗш, анчах куншан укҫа памалла.
Ку пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненмен. Лешӗ унран 1,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ, укҫа парсан мӑнукне пулӑшма шантарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара ултавҫӑсене кунашкал историсене пӗрре мар илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӗненмен те, кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тытӑннӑ. Сӑмахпа кӑна хирӗҫмен, хӗрарӑма питӗнчен ҫапнӑ.
Юрать, водитель пулӑшнӑ. Вӑл ӳсӗр пассажира салонран кӑларса янӑ.
Общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки унта та кунта калаҫни илтӗнкелет. Ӗнер Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче пушӑн 10-мӗшӗнчен хаксем ӳсесси пирки пӗлтерӳсем курӑнма пуҫланӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, карттӑпа тӳлесен билет 37 тенкӗ пулӗ, карттӑсӑр - 40 тенкӗ. Хальхи хаксем вара ҫапларах: карттӑпа тӳлесен билет 34 тенке кайса ларать, унсӑр - 37 тенке.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ҪҪХПИ инспекторӗсем "вунтӑваттӑмӗш" машинӑпа пынӑ водителе чарӑнма ыйтнӑ. Анчах руль умӗнчи хӗр чарӑнман, тарма пуҫланӑ.
Анчах тарнӑ чухне хӗр аварие лекнӗ. Унӑн права та ҫук иккен. Вӑл - автошкул курсанчӗ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, вӑл руль умне лариччен пӗр кӗленче сӑра ӗҫнӗ. Анчах медосвидетельсвовани вӑл урӑ пулнине кӑтартнӑ.
Аварире "Хендай" пассажирӗ аманнӑ.
Паян, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш автобусра ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ. "Модӑсен ҫучӗ" чарӑнӑва ҫитсен водитель ӑна вӑратнӑ та тухма ыйтнӑ. Лешӗ киӗшмен. Водитель ӑна ҫамкипе ҫапнӑ. Хӑйӗн куҫ харши ҫурӑлса кайнӑ. Пассажирӑн вара пичӗ суранланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗр арҫын салонран тухнӑ.
Атӑл ҫинче тетелпе пулӑ тытнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Ӑна транспорт полицийӗн Чӑваш Енри лини уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Ку мелпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын тытнӑ. Вӑл – 35 ҫулта. Хайхискер Шупашкар ГЭСӗ патӗнче юраман вырӑнта тетелпе пулӑ тытса ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тетелне, пулла туртса илнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Канмалли кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта "Сокол" чарӑнура пысӑк "Волгабас" автобуссем тӑнине асӑрханӑ. Ахӑртнех, вӗсем маршрут ҫине тухнӑ.
Аса илтерер: кунашкал 15 автобус 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсен "Шупашкар (Университет) - Ҫӗнӗ Шупашкар (Сокол)" маршрут пулнӑ. Анчах 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче автобуссем маршрут ҫинчен ҫухалнӑ, вӗсен вырӑнне кӑвак "Ивекӑсем" ҫӳреме пуҫланӑ. УФАС вара маршрут ҫине пысӑк автобуссене тавӑрма ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.